удовлетворение, довольство. См. сăптăр. Емельк. † Лартăм атте-анне килĕнче, атте-анне кăмăлĕ туличчен те, хам (надо: хамăн) кăмăл тулмарĕ. Пазух. Ай-хай пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, куçпа курса кăмăлăм, ай, тулмарĕ! ТММ. Пулчĕ! кăмăл тулчĕ. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. ЧП. Утăн юлнă кăмăлĕ тулмĕ-шин? Туй. Ей хăта, тулчи кăмăлăр? тет. Кунтан (ытла) сăмахăм çук, тет. N. † Сирĕн юлнă кăмăл тулмĕ-шин? Не заглажу-ли я свою вину против вас? Альш. † Калас сăмаха калаймарăм çамрăк кăмăл тулнăран. Бугульм. † Такçан килмен тăван(çăм) халĕ килчĕ, тахçан юлнă кăмăлçăм тин тулчĕ. N. Хур курнă чух, инкекре чух, хăваланă, хĕсĕрленĕ чух, манăн кăмăлăм тулса тăрать; мĕншĕн тесен эпĕ хăçан халсăр, çавăн чухне хăватлă. N. Унпала кăмăл тулса тăрать, пит-куç савăнăçлă çӳрет.
Çавăн пекех пăхăр:
кăмăл тавăрăнни кăмăл тат кăмăл татăлни кăмăл ту « кăмăл тулни » кăмăл тултар кăмăл туп кăмăл тупăнни кăмăл туртни кăмăл тыт